Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

punkrupor.ru сайтри сӑн
punkrupor.ru сайтри сӑн

ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви «Советская Чувашия» хаҫат валли тӗп редактор шырама конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене ӗнертен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче е МИХсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ опыт пулмалла. Вӗсен комисси пайташӗсене акционерлӑ обществӑн аталану программипе паллаштармалла.

Хаҫата 2013 ҫултанпа Владимир Васильев ертсе пынӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Елена Хомченко министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Ҫапла вӑл ку должноҫра 4,5 ытла ҫул вӑй хунӑ. Министерствӑна киличчен Госохотрыбслужбӑра аслӑ инспекторта ӗҫленӗ, ваккат та пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ҫутҫанталӑк министрӗн 3 ҫум юлнӑ: Елена Дымза, Татьяна Лукина тата Николай Охотин.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн председателӗн тепӗр ҫумне палӑртнӑ. Ку должноҫе Олег Марков йышӑннӑ. Аса илтерер: суйлав хыҫҫӑн Олег Николаев ҫӗнӗ правительствӑра ҫавсенех, пӗринсӗр пуҫне, хӑварнӑ. Ун чухне вӑл Максим Иванова должноҫрен кӑларнӑ. Олег Марков ун вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл Транспорт, Строительство, Ҫутҫанталӑк министерствисен тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн кураторӗ пулӗ.

Олег Марков унччен вице-премьер пулнӑ ӗнтӗ. Ку должноҫе вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Марков строительство министрӗ пулнӑ, анчах халӗ унӑн министр портфелӗ ҫук.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директорсӑр ӗҫлет. Ун валли каллех ертӳҫӗ тупайман. Конкурс иккӗмӗш хут пулман.

ЧР Цифра министерстви ҫурла уйӑхӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Документсене авӑнӑн 11-мӗшӗччен йышӑннӑ, кайран тепӗр 2 эрнене тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн комисси ларӑвӗ пулмалла пулнӑ. Анчах икӗ кандидатран пӗри заявкӑна каялла илнӗ.

Аса илтерер: 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Алексей Гурьянов директор пулнӑ. Халӗ вӑл – ЧР цифра министрӗн ҫумӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паянтан Ҫӗрпӳ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Юрий Константинов пурнӑҫлӗ. Ӑна унчченхи ертӳҫе тытса чарнӑ хыҫҫӑн ку должноҫе вӑхӑтлӑха лартнӑ.

Аса илтерер: Ҫӗрпӳ округӗн пуҫлӑхне Алексей Иванова иртнӗ эрнере тытса чарнӑ. Ӑна икӗ статьяпа айӑпласшӑн: услам ӗҫне саккуна пӑсса хутшӑннӑшӑн тата должноҫпе усӑ курнӑшӑн. Хальхи вӑхӑтра ӑна хупса усраҫҫӗ.

Юрий Константинов Ҫӗрпӳ тӑрӑхне Шупашкартан килнӗ. Вӑл 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, аппарат ертӳҫинче ӗҫленӗ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн хысна учрежденийӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ ҫынна ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Сергей Иванов пирки пырать.

Сергей Игоревич «Чӑваш Республикин Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» хысна учрежденийӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Ку тивӗҫе вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе пурнӑҫланӑ.

Иванова ӗҫрен каларасси ҫинчен кӑларнӑ йышӑнӑва паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
www.grani21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.grani21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Кунта сӑмах министрӑн ҫумӗ пирки пырать. Асӑннӑ вырӑн Лариса Арсентьева ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пушанса юлнӑччӗ.

Ӗнер ҫав пукана Елена Шашкаровӑна шанса панӑ. Ҫак хӗрарӑм унччен Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта директор пулса тӑрӑшнӑ.

Йышӑнӑва Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер алӑ пуснӑ, документа паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн республика правительствине камсем кӗни паллӑ. Хушӑва вӑл ӗнер каҫхине алӑ пуснӑ.

Йыш – унчченхи пекех, пӗчӗк улшӑну кӑна. Строительство тата транспорт енӗпе ӗҫленӗ Максим Иванов кӑна ҫак йыша кӗмен.

Ҫавӑн пекех вакантлӑ тепӗр вырӑн пур. Вӑл – экономика аталанӑвӗпе ӗҫлекенни.

Хальлӗхе Элтепер патшалӑх службин ертӳҫисене палӑртман. Аса илтерер: Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамановах лартнине пӗлтернӗччӗ.

 

Культура
Контактри «Чӑваш Ен Правительстви» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Контактри «Чӑваш Ен Правительстви» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Максим Гришина шаннӑ.

Максим Юрьевич вӗренӳ тытӑмӗнче 15 ҫул ытла ӗҫлет. Маларах физика учителӗ, шкул директорӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Мари Элта Вӗренӳ пахалӑхне тӗрӗслекен центра ертсе пынӑ.

Максим Гришина министр ҫумӗ пулма авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олег Николаев инаугураци кунӗнче Федераци Канашне республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫран сенатора палӑртнӑ. Хальхинче те вӑл Николай Федоров пулӗ. Ку унӑн – виҫҫӗмӗш срок.

Николай Васильевич 1993-2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин президенчӗ пулнӑ, 2012-2015 ҫулсенче – РФ ял хуҫалӑх министрӗ. 2015 ҫултанпа – Федераци Канашӗн пайташӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 132
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 16

1930
96
Сидорова Ефросиния Сергеевна, фольклор тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ